19 Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
Вара вӗренекенӗсем кайнӑ та пур ҫӗрте те ӳкӗтлесе вӗрентнӗ; Хуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахӗсене ҫирӗплетнӗ. Аминь.
Паянтан пуҫласа, малашлӑхра, Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ».
Иисуса ку тӗнчерен илес вӑхӑт ҫывхарса пынӑ май Вӑл хӑюллӑнах Иерусалима кайма шутланӑ.
Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.
Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм. Халӗ вара, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп».
Халӗ ӗнтӗ Сан патна пыратӑп. Манӑн тулли савӑнӑҫӑмпа вӗсен чӗрисем тулччӑр тесе ҫакна Эпӗ тӗнчере чухне калатӑп.
«Ман ҫума ан сӗртӗн, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн тесен Эпӗ Хам Аттем патне ҫӗкленмен-ха. Эсӗ Манӑн ӗненекен тӑванӑмсем патне кай та ҫакӑн ҫинчен пӗлтер: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне; Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп».
Ҫисе ларнӑ чухне Иисус Петр текен Симона каланӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус вара ӑна каланӑ: «Манӑн путекӗмсен кӗтӳҫи пул».
«Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эсӗ Ман хыҫҫӑн пыракан пул».
– Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан, мӗн тӑвӑр-ши эсир?
Вӑл ҫын Иоанн шыва кӗртнинчен пуҫласа Иисус тӳпене ҫӗкленнӗ кунчченех пирӗнпе пулса, Вӑл чӗрӗлсе тӑнине ҫирӗплетсе пӗлтерекен пулмалла».
Ҫапла вара, Турӑ Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе Иисуса тӳпене ҫӗкленӗ. Вӑл Хӑйне шантарнӑ Святой Сывлӑша Ашшӗнчен илнӗ. Эсир халӗ мӗн курса-илтсе тӑратӑр, ҫавӑ йӑлтах Иисус хӑвачӗпе пулса иртет.
Хальлӗхе, Турӑ Хӑйӗн авалхи мӗн пур сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ калани пӗтӗмпех пурнӑҫланас вӑхӑтчен, Иисусӑн тӳперех пулмалла.
Турӑ суйласа илнисене кам суд тума пултарайӗ? Никам та. Христос Иисус вилнӗ кӑна мар, чӗрӗлнӗ те. Вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, Вӑл пирӗн хута кӗрет.
Ҫапла вара, Христоспа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлтӗр пулсан, тӳпенелле ӑнтӑлӑр. Унта, Туррӑн сылтӑм енче, Христос ларать.
Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.
Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Ҫапла вара, пирӗн тӳпене ҫӗкленнӗ чаплӑран та чаплӑ Аслӑ священник пур, Вӑл Турӑ Ывӑлӗ Иисус, ҫавӑнпа ӗненӗвӗмӗре ҫирӗп тытса пурӑнар.
Унта пирӗншӗн, Мелхиседек евӗр ӗмӗрлӗх Аслӑ священник пулса, пирӗн умран Иисус кӗнӗ.
Пирӗн Аслӑ священник ҫавнашкал пулмалла та: таса, ҫылӑхсӑр, ҫитменлӗхсӗр. Ӑна, ҫылӑхлисенчен уйӑрса, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленӗ.
Сӑмахӑмӑрӑн тӗшши ҫакӑ пулать: пирӗн Аслӑ священник пур, Вӑл Ҫӳлти Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ;
Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ.
Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ.