«Вӗрентекен! – тенӗ ҫавӑн чухне Иоанн. – Эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна тӗл пултӑмӑр, анчах хамӑрпа пӗрле ҫӳременрен эпир ӑна чартӑмӑр».
Вӑл чылай кун хушши ҫапла хӑтланчӗ. Вара Павел, тарӑхса кайса, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те: «Иисус Христос ячӗпе эпӗ сана хӗрарӑм ӑшӗнчен тухма хушатӑп!» – терӗ усал сывлӑша. Ҫав самантрах усал сывлӑш ун ӑшӗнчен тухрӗ.