8 Халӑх Пилатран йӑлана кӗнӗ йӗркене пурнӑҫлама кӑшкӑра-кӑшкӑра ыйта пуҫланӑ.
Пасха уявӗ тӗлне Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн тӗрмене хупнисенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ.
Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. Каллех Ун патне халӑх пуҫтарӑннӑ, каллех, яланхи пекех, Вӑл ҫынсене вӗрентнӗ.
Ҫавӑн чухне пӗр Варавва ятлӑ ҫын ытти пӑлхавҫӑсемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ. Вӗсем пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗ пулнӑ.
Пилат вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Сире Иудея Патши текеннине кӑларса парас мар-и? Килӗшетӗр-и?»