5 Анчах Иисус ҫакна хирӗҫ те нимӗн те тавӑрса каламан, ку вара Пилата тӗлӗнтерсех янӑ.
Хӑйне аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем айӑпланӑ чухне вара Вӑл нимӗн те чӗнмен.
Иисус хӑйӗн пӗр сӑмахне те хирӗҫ тавӑрса каламаннине курсан Пилат питӗ тӗлӗннӗ.
Вара Пилат каллех Унран ҫапла ыйтнӑ: «Куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав сӑмахӗ калаҫҫӗ. Эсӗ мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн?»
Ирод Ӑна тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, анчах Иисус хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламан.
Вӑл каллех преторине кӗнӗ те Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ ӑҫтисем пулатӑн?» Иисус нимӗн те каламан.
Ман шухӑшпа, пире Турӑ мӗскӗнрен те мӗскӗн, вилме пӳрнӗ чурасенни пек шӑпа панӑ, мӗншӗн тесен эпир тӗнче кулли пултӑмӑр, ангелсемпе ҫынсем те пирӗнтен кулаҫҫӗ.