37 Унтан Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Иисус тепӗр хут хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Пӗри тата чупса кайнӑ та, хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех сӑхтарнӑ мунчалана патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме панӑ. «Тӑхтӑр-ха, пӑхса тӑрар: Илия Ӑна хӗрес ҫинчен антарма килет-и?» – тенӗ ҫавскер.
Иисус хытӑ кӑшкӑрса каланӑ: «Эй, Аттем! Сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп». Ҫапла каласанах Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» Вара Унӑн пуҫӗ лӑштӑрах усӑннӑ та, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ.