32 Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.
Ҫапла вара Авраамран пуҫласа Давида ҫитиччен пурӗ вун тӑватӑ сыпӑк. Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те вун тӑватӑ сыпӑк. Вавилона куҫнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те вун тӑватӑ сыпӑк.
«Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен анса кӑтарттӑр, вара эпир те Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр.
Хӑйпе пӗрле пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ.
Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ.
Унпа пӗрле икӗ хураха пӑталанӑ: пӗрне – унран сылтӑм енне, теприне – сулахай енне.
«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.
Вара ҫынсем, пальма турачӗсем илсе, Ӑна хирӗҫ тухнӑ. «Осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем.
Енчен те вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Турӑшӑн шанчӑксӑр пулсан? Нивушлӗ вӗсен шанчӑксӑрлӑхӗ Туррӑн шанчӑклӑхне пӑрахӑҫлать?
чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, хӑшӗ-пӗрисен ӗненӗвне пӑсаҫҫӗ.