3 Аслӑ священниксем Ӑна хирӗҫ тем тӗрлӗ айӑплав та кӑларса тӑратнӑ.
Хӑйне аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем айӑпланӑ чухне вара Вӑл нимӗн те чӗнмен.
«Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран Пилат. «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тавӑрнӑ ӑна Иисус.
Вара Пилат каллех Унран ҫапла ыйтнӑ: «Куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав сӑмахӗ калаҫҫӗ. Эсӗ мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн?»
Анчах Иисус ҫакна хирӗҫ те нимӗн те тавӑрса каламан, ку вара Пилата тӗлӗнтерсех янӑ.
Ҫак самантран пуҫласа Пилат Иисуса ирӗке кӑлармашкӑн май шыранӑ. «Ӑна ирӗке ярсан эсӗ императорӑн тусӗ те мар вара! Хӑйне хӑй патша тесе калакан кашни ҫын – император тӑшманӗ!» – тесе кӑшкӑрашнӑ иудейсем.