27 Унпа пӗрле икӗ хураха пӑталанӑ: пӗрне – унран сылтӑм енне, теприне – сулахай енне.
Ҫавӑн чухнех Иисуспа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха, пӗрне – сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ.
Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ.
Ҫапла «Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ» тесе Ҫырнинче калани пурнӑҫланнӑ.
Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.
Хӗрес ҫумне те Ӑна ҫавӑнтах пӑталанӑ. Унпа пӗрле тепӗр икӗ ҫынна пӑталанӑ; варринчи хӗрес ҫине – Иисуса, тепӗр иккӗшне вара Унран икӗ енне.