26 Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ.
«Иудейсен Патши пулма ҫуралнӑ Ача ӑҫта-ши? Ӗнтӗ эпир хӗвел тухӑҫӗнче Унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр».
Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иисус, Иудея Патши», – тесе айӑпласа ҫырнӑ хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ.
«Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран Пилат. «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тавӑрнӑ ӑна Иисус.
Унпа пӗрле икӗ хураха пӑталанӑ: пӗрне – унран сылтӑм енне, теприне – сулахай енне.
Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.