25 Ирхине тӑхӑр сехетре Иисуса хӗрес ҫумне пӑталанӑ.
Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫҫӗччен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче тӗттӗмленсе ларнӑ.
Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетчен, сасартӑк пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ.
Виҫӗ сехетре вара Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Элои! Элои! Ламма савахфани?» Ку «Эй, Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать.
Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетсенелле, пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ. Хӗвел тӗттӗмленнӗ. Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав та ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ.
Ку ӗнтӗ пасха умӗнхи эрне кун, кӑнтӑрла тӗлнелле пулнӑ. «Акӑ сирӗн Патшӑр», – тенӗ Пилат иудейсене.
Эсир вӗсене ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар, мӗншӗн тесен вӑхӑчӗ те халь ирхи тӑхӑр сехет кӑна-ха.