24 Иисуса пӑталакансем Унӑн тумтирне шӑпа ярса пӗр-пӗрин хушшинче валеҫнӗ.
Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.
Эсир йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн мӑн асаттемӗрсен Турри чӗртсе тӑратрӗ.
Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ.
Христос пирӗн ылхана Хӑй ҫине йышӑнса пире саккун ылханӗнчен Хӑйӗнпе тӳлесе илнӗ, мӗншӗн тесен: «Йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса асаплантарса вӗлернӗ ҫын ылханлӑ», – тесе ҫырнӑ вӗт-ха.
Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.