Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 15:21 - Синодальный НЗ

21 Ҫул ҫинче вӗсем хиртен тавӑрӑнакан Симон ятлӑ Киринея ҫыннине, Александрпа Руф ашшӗне, тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 15:21
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Тухнӑ чухне вӗсем Симон ятлӑ Киринея ҫыннине тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ.


Кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм уттарать, унпа пӗрле иккӗ кай.


Унтан, мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчи хӗрлӗ тумне хывса илнӗ те Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.


Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Манӑн вӗренекенӗм пулаймӗ.


Ӑна илсе кайнӑ чух салтаксем хиртен тавӑрӑнакан Киринея ҫыннине, Симона, ярса тытнӑ та, хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ.


Иисус, Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе, «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитнӗ, еврейла ӑна Голгофа теҫҫӗ.


Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Кипрпа Киринея ҫыннисем пулнӑ. Антиохине пырсан ҫавсем Иисус Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне грексене те каласа кӑтартнӑ.


Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл.


Фригипе Памфилире тата Египетра пурӑнакансем; Киринея ҫывӑхӗнчи Ливи ҫӗрӗнчисем; Римран килнисем; иудейсем тата иудей тӗнне йышӑннӑ урӑх халӑх ҫыннисем,


Пӗр синагогӑна ҫӳрекен ҫынсем Стефанпа тавлашса кайнӑ. Ҫав синагогӑна „Ирӗклисен синагоги“ те тенӗ. Иудейсем унта Киринейӑран та, Александрияран та, Киликирен те, Асирен те ҫӳренӗ.


Хуҫамӑра ӗненнипе палӑрнӑ Руфа тата унӑн амӑшне салам калӑр. Эпӗ хам та ӑна аннем вырӑннех хуратӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ