20 Унтан, мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчи хӗрлӗ тумне хывса илнӗ те Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Ҫапла мӑшкӑлласан-мӑшкӑлласан, хӗрлӗ тумне хывтарса, Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ та Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Салтаксем Иисус ҫине сура-сура Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапса пӗтернӗ, Ун умне чӗркуҫленсе ларса пуҫ тайнӑ пек хӑтланнӑ.
Ҫул ҫинче вӗсем хиртен тавӑрӑнакан Симон ятлӑ Киринея ҫыннине, Александрпа Руф ашшӗне, тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ.
Вара тин Пилат вӗсене Иисуса пӑталама ирӗк панӑ. Ҫавӑнтах Иисуса тытса илсе кайнӑ.