19 Салтаксем Иисус ҫине сура-сура Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапса пӗтернӗ, Ун умне чӗркуҫленсе ларса пуҫ тайнӑ пек хӑтланнӑ.
Салтаксем Ун ҫине сурнӑ, туйине илсе Ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ.
Лешӗсем Ӑна мӑшкӑл кӑтартӗҫ, чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, питрен сурса пӗтерӗҫ. Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».
Хӑшӗ-пӗрисем Ун ҫине сура пуҫланӑ, Иисусӑн питне хупласа, ҫапа-ҫапа каланӑ: «Пророк пулсан кам ҫапнине кала!» Ӑна тарҫӑсем те питрен ҫупа-ҫупа янӑ.
Вара Ӑна хисепленҫи пулса: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуҫланӑ.
Унтан, мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчи хӗрлӗ тумне хывса илнӗ те Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех ӗнтӗ. Эппин мӗншӗн-ха Этем Ывӑлӗн нумай асап курмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе те ҫырнӑ?
Иисуса хураллакан салтаксем Унран ҫав тери мӑшкӑлласа кулнӑ, хӗнесе пӗтернӗ.
Анчах та Ирод, салтакӗсемпе пӗрле, Унран тӑраничченех мӑшкӑлласа кулнӑ та Ӑна патшалла ҫутӑ тум тӑхӑнтартса Пилат патне каялла янӑ.
Салтаксем те, пыра-пыра, Ӑна хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех парса, Унран мӑшкӑлласа
Турӑ ӑна мӗн тесе хуравлать-ха? «Ваала пуҫҫапма килӗшмен ҫичӗ пин ҫынна Эпӗ Хам валли тасан упраса хӑвартӑм», – тет Вӑл.
Турӑ ҫакна ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те – пурте – Иисус ячӗ умӗнче чӗркуҫленччӗр тесе,
Вӑл тӳснӗ мӑшкӑла хамӑр ҫие илер те Ун патне тулашне тухар.