Тата вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту! Эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре Уншӑн хытӑ асаплантӑм».
Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»