12 Пилат каллех вӗсене тавӑрса ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр Иудея Патши текеннине манӑн мӗн тумалла вара?»
«Сион хӗрне калӑр: акӑ йӑваш кӑмӑллӑ Патшу сан патна тихаллӑ, ӗҫе кӳлӗннӗ ашак ами ҫине утланса ҫывхарать».
Анчах аслӑ священниксем Иисус вырӑнне Вараввӑна кӑларма ыйтмашкӑн халӑха пӑлхатса янӑ.
Вӗсем каллех кӑшкӑра пуҫланӑ. «Пӑталаттар Ӑна!» – кӑшкӑрнӑ вӗсем ҫаплах.
Вара Ӑна ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ку Ҫын пирӗн халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Хӑйне Христос Патша тесе императора налук тӳлеме хушмасть!»
Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ.