11 Анчах аслӑ священниксем Иисус вырӑнне Вараввӑна кӑларма ыйтмашкӑн халӑха пӑлхатса янӑ.
Ҫапах аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Вараввӑна кӑларма, Иисуса вӗлерме ыйтмашкӑн халӑха ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех.
Аслӑ священниксем Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗрен Пилат ҫапла ыйтнӑ.
Пилат каллех вӗсене тавӑрса ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр Иудея Патши текеннине манӑн мӗн тумалла вара?»
Вара пурте каллех: «Ӑна мар, Вараввӑна кӑларса яр!» – тесе кӑшкӑрнӑ. Варавва ятли вӑрӑ-хурах пулнӑ.
Эсир Тасинчен, Тӳрӗлӗхлинчен тунса ҫын вӗлерекене ирӗке яма ыйтрӑр,