72 Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус «автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн» тенине аса илнӗ те йӗрсе янӑ.
«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ ӑна Иисус, – кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн».
«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ вара ӑна Иисус, – кӗҫӗрех, автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн».
Анчах та Петр, Иисусран тунса: «Эсӗ мӗн калаҫнине пӗлместӗп те, ӑнланаймастӑп та», – тенӗ. Вара малти картишне тухнӑ, ҫавӑнтах автан авӑтса янӑ.
Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эсир калакан Ҫынна эпӗ пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ.
«Эсӗ тем калаҫатӑн, пӗлместӗп», – тенӗ Петр ӑна хирӗҫ. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах сасартӑк автан авӑтса янӑ.
Унтан Петр картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Мӗншӗн тесен Турӑшӑн хуйхӑрни каялла тавӑрӑнми ӳкӗнтерсе ҫӑлӑнӑҫ кӳрет, ку тӗнчеришӗн хуйхӑрни вара вилӗм кӳрет.