70 Петр каллех туннӑ. Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петра татах ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та ҫавсен ушкӑнӗнченех. Мӗншӗн тесен эсӗ – Галилея ҫынни, калаҫни-туни те вӗсен евӗрлех».
Анчах та Петр, Иисусран тунса: «Эсӗ мӗн калаҫнине пӗлместӗп те, ӑнланаймастӑп та», – тенӗ. Вара малти картишне тухнӑ, ҫавӑнтах автан авӑтса янӑ.
Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна каллех асӑрханӑ та ҫавӑнта тӑракансене: «Ку ҫын ҫавсен ушкӑнӗнченех», – тесе кала пуҫланӑ.
Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эсир калакан Ҫынна эпӗ пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ.
«Ҫак тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и вара? – тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ыйтнӑ вӗсем пӗр-пӗринчен.