7 Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, эсир вӗсене хӑҫан ырӑ тӑвас тетӗр, ҫавӑн чухне пулӑшма пултаратӑр. Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук.
Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук.
Вара Иисус ҫапла каланӑ: «Ан тивӗр ӑна, мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? Вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ.
Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“.
Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм. Халӗ вара, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп».
«Халӗ ӗнтӗ Эпӗ Хама кунта Яракан патне каятӑп. Анчах сирӗнтен пӗри те: „Ӑҫта каятӑн?“ – тесе ыйтмасть.
Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ.
Хальлӗхе, Турӑ Хӑйӗн авалхи мӗн пур сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ калани пӗтӗмпех пурнӑҫланас вӑхӑтчен, Иисусӑн тӳперех пулмалла.
Санӑн юратулӑху пире пысӑк савӑнӑҫ тата йӑпанӑҫ парать. Сана пула, тавах, ӗненекенсем те чӗрисенче канӑҫлӑх тупрӗҫ.