64 – Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр! Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тенӗ вара вӗсем пурте.
Лешсем вара: «Ун айӑпне кӑтартни мӗн тума кирлӗ тата пире? Ӗнтӗ Унӑн сӑмахӗсене хамӑр хӑлхапа хамӑрах илтрӗмӗр!» – тенӗ.
«Пирӗн хамӑрӑн саккун, – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. – Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ тесе каланӑшӑн Ӑна пирӗн саккунпа вӗлермелле».
Ҫавӑнпа та ятлӑ-сумлисем Ӑна шӑмат куна хисеплеменшӗн кӑна мар, Турра Манӑн Аттем теме хӑйнӑшӑн, ҫапла каласа Хӑйне Турӑпа танах хунӑшӑн вӗлерес тесе тата ҫирӗпрех шут тытнӑ.