62 «Эпӗ, – тенӗ вара Иисус. – Ӗнтӗ эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр».
Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ, вара ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑхсем кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ. Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑ та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
«Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр».
Ҫав вӑхӑтра Иисуса Пилат патне илсе пынӑ. «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран пуҫлӑх. «Эсӗ ху ҫапла тесе каларӑн», – тавӑрнӑ Иисус.
Унтан ҫынсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче аслӑран та аслӑ хӑватпа тата мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
«Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран Пилат. «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тавӑрнӑ ӑна Иисус.
Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
Паянтан пуҫласа, малашлӑхра, Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ».
Пилат Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?» Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тенӗ.
Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Сӑмахӑмӑрӑн тӗшши ҫакӑ пулать: пирӗн Аслӑ священник пур, Вӑл Ҫӳлти Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ;
– Ҫав кунсем иртсен Эпӗ Израиль ҫыннисене халал парӑп, – тет Хуҫа Турӑ. – Ун чухне Хамӑн саккунсене вӗсен ӑс-пуҫне хывӑп, чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.
Эпир сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен юмах юптарса мар, Унӑн аслӑлӑхне хамӑр куҫпа хамӑр курнӑран каласа патӑмӑр.
Акӑ, Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килӗ те, Ӑна пурте, ҫав шутрах Хӑйне пӑталаса сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ҫӗр ҫинчи мӗн пур йӑхсем Унӑн умӗнче татӑлса йӗрӗҫ. Ҫапла пулӗ, аминь.
Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ.