61 Иисус чӗнмен, хирӗҫ тавӑрса нимӗн те каламан. Аслӑ священник каллех ыйту панӑ. «Эсӗ Христос-и? Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтнӑ Унран.
«Эсӗ – Чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ, Христос», – тавӑрнӑ вара Петр текен Симон.
Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра».
Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн».
Вара аслӑ священник мала тухса тӑнӑ та Иисусран ыйтнӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?»
«Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран Пилат. «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тавӑрнӑ ӑна Иисус.
Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине хам куҫӑмпа хам курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп», – тенӗ Иоанн.
Ҫавӑн чухне Ун тавра иудейсем пухӑннӑ. «Эсӗ пире хӑҫанччен иккӗлентересшӗн? – тенӗ Ӑна. – Эсӗ Турӑ Суйласа илни пулсан, кала пире уҫӑмлӑн».
Эппин мӗншӗн-ха эсир Мана, Аттем Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех Турра хурлатӑн, тетӗр?
«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет».
«Пирӗн хамӑрӑн саккун, – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. – Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ тесе каланӑшӑн Ӑна пирӗн саккунпа вӗлермелле».
Вӑл каллех преторине кӗнӗ те Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ ӑҫтисем пулатӑн?» Иисус нимӗн те каламан.
Ҫырнинче вӑл вулакан вырӑн ҫакӑ пулнӑ: „Ӑна сурӑха пусма илсе пынӑ пек илсе пынӑ. Вӑл, ҫӑмне касакан умӗнче сассӑр выртакан путек пек, ним те шарламан.
Ырӑлӑхлӑ Туррӑн мухтавлӑ Ырӑ Хыпарне пӗлтерме мана та шанса панӑ.
Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн пӗртен-пӗр, хӑватлӑ, ырӑлӑхлӑ патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи тӗнчене Христоса ярӗ.
Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ.