58 «„Этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан тепӗр виҫӗ кунран урӑххине, этем аллипе туманнине, ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тенине эпир хамӑр илтрӗмӗр».
Пире пулас ырӑлӑха паракан Аслӑ священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кӗлӗ чатӑрӗ витӗр Тасаран таса вырӑна кӗнӗ. Вӑл унта качака е пӑру юнне илсе кӗмен, Хӑйӗн Юнне парса пӗрре кӗнӗ. Ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫа Христос пирӗн валли Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.