55 Аслӑ священниксем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли сӑлтав шыранӑ, анчах тупайман.
Эпӗ вара сире калатӑп: хӑй тӑванне сӑлтавсӑр ҫилленекен кашни ҫынах суда тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ухмах“ тет, ҫав синедрион судне тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ирсӗр“ тет, ҫав тамӑк вутне тивӗҫлӗ.
Ун ҫинчен нумайӑшӗ суйса айӑп кӑтартнӑ, анчах вӗсем кӑтартнисем ҫителӗксӗр пулнӑ.
Аслӑ священник Иисусран Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен, Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен ыйтнӑ.
Эсӗ мӗншӗн Манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине итленӗ ҫынсенчен кайса ыйт. Эпӗ мӗн вӗрентнине вӗсем пӗлеҫҫӗ».