5 «Ӑна виҫ ҫӗр динарийрен те ытлараха сутса укҫине чухӑнсене пама пулатчӗ», – тесе ӳпкеленӗ вӗсем хӗрарӑма.
Анчах та патша патӗнчен тухнӑ-тухманах ҫак чура юлташне тӗл пулнӑ. Юлташӗ ӑна нумаях та мар, ҫӗр динарийлӗх парӑмлӑ пулнӑ. Хайхи чура ӑна ҫулса илнӗ те: „Парӑмна тавӑрса пар!“ – тесе пӑва пуҫланӑ.
Хайхискерсем укҫине илсен пахча хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ.
Ку мирӑна пысӑк хакпа сутмаллаччӗ те укҫине чухӑнсене памаллаччӗ».
«Мӗне кирлӗччӗ мирӑна пӗтерсе кунашкал тӑкакланни?» – тарӑхса калаҫнӑ хӑш-пӗр хӑнисем.
Вара Иисус ҫапла каланӑ: «Ан тивӗр ӑна, мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? Вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ.
Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ.
Укҫа арчи Иудӑра пулнӑран хӑш-пӗр вӗренекенӗсем: «Иисус ӑна уяв тӗлне хамӑра мӗн кирлине илме хушать пулӗ. Е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать-ши?» – тесе шухӑшланӑ.
«Ан ӳпкелешӗр, – тенӗ вӗсене Иисус.
«Кунта ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр туянсан та ҫитес ҫук. Кашнине пӗрер татӑк та лекеймӗ», – тенӗ Филипп.
Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пек ан ӳпкелешӗр. Вӗсем ӳпкелешнӗ те – вӗсене чунилли пӗтернӗ.
Кам вӑрласа пурӑннӑ, малашне ан вӑрлатӑр. Ху валли ху ӗҫлесе ил, вӑл ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана та пулӑшма ҫиттӗр.
Пӑсӑк та аскӑн ӑрура кӑлтӑксӑр, таса, Турӑ ачисем пек ҫитменлӗхсӗр пуласчӗ тесе, мӗн тумаллине ӳпкелешмесӗр, иккӗленмесӗр тӑвӑр. Ҫак ӑру ҫыннисем хушшинче тӗттӗм тӗнчери ҫӑлтӑрсем пек ҫутатӑр,
Вӗсем яланах ӳпкелешеҫҫӗ, нӑйкӑшаҫҫӗ, Турра хисеплемесӗр тата Турӑ йӗркине пӑсса ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каяҫҫӗ, мӑнкӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ, хӑйсене усӑллӑ чухне йӑпӑлтатма та именмеҫҫӗ.