Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 14:49 - Синодальный НЗ

49 Эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче сирӗнпе пултӑм, вӗрентрӗм; ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ҫырнинче мӗн калани пурнӑҫлантӑр, тытӑрах эппин».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 14:49
27 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫак ӗҫсем Хуҫа Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланмашкӑн пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ пулнӑ:


Ҫырнинче ҫапла пулмалла тесе калани вара епле пурнӑҫланӗ?»


Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр.


Ҫакӑ йӑлтах пророксем ҫырса хӑварни пурнӑҫланмашкӑн пулса иртрӗ». Ҫавӑн чухне мӗн пур вӗренекенӗ Ӑна пӑрахса тарнӑ.


Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. Каллех Ун патне халӑх пуҫтарӑннӑ, каллех, яланхи пекех, Вӑл ҫынсене вӗрентнӗ.


Иисуспа вӗренекенӗсем каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче ҫӳренӗ чухне Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ.


Турӑ Ҫуртӗнче тата малалла вӗрентсе Иисус ҫапла каланӑ: «Епле-ха саккун вӗрентӳҫисем Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ?


Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйне сырса илнисене каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр.


Ҫавӑн чухне Ӑна пурте пӑрахса тарнӑ.


Иисус кашни кун Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем вара Ӑна пӗтересшӗн пулнӑ,


Мӗншӗн тесен Ҫырнинче: „Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ“ тесе калани Манпа пурнӑҫланмаллах, ҫакӑ часах пулса иртмелле».


Иисус Турӑ Ҫурчӗн картишӗнчи Соломон притворӗнче утса ҫӳренӗ.


«Эпӗ пӗтӗм халӑха уҫҫӑнах вӗрентрӗм, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сӑмахӑма иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑсенче, Турӑ Ҫуртӗнче каларӑм, вӑрттӑн нимӗн те вӗрентмен.


Уявӑн юлашки, аслӑ кунӗнче Иисус ура ҫине тӑрса пурте илтмелле ҫапла каланӑ: «Камӑн ӗҫес килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр.


Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».


Ирхине Вӑл каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ. Пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ. Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗрентме тытӑннӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ