Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 14:41 - Синодальный НЗ

41 Унтан, виҫҫӗмӗш хут кӗлтуса тавӑрӑнсан, Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: акӑ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 14:41
23 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Тепӗр икӗ кунран пасха уявӗ ҫитессе эсир пӗлетӗр. Ҫавӑн чухне Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ».


Вун иккӗшӗнчен пӗри вара, Иуда Искариот, Иисуса аслӑ священниксене тытса парас шухӑшпа вӗсем патне кайнӑ.


«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус каҫхи апат ҫинӗ чухне, – сирӗнтен пӗри, Манпа пӗрле ҫиекенскерех, Мана тытса парӗ».


Вара кӑштах аяккалла пӑрӑннӑ та: «Май пулсассӑн, ҫак асап вӑхӑчӗ Манран иртинччӗ. Эй, Авва Аттем! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн. Ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр», – тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ.


Вӗренекенӗсем патне пырсан Вӑл лешсем каллех ҫывӑрнине курнӑ. Ыйхӑ пуссах ҫитернипе вӗсем Иисуса ним тавӑрса калама та аптӑранӑ.


Тӑрӑр та каяр! Акӑ Мана сутакан та ҫывӑхрах».


Иисус татах ҫапла каланӑ: «Эсир хӑвӑр йӑлӑра тытса пырас тесе Турӑ хушнине пӑрахӑҫлани лайӑх-им?


Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ», – тесе вӗрентсе каланӑ.


Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ мухтава тухас вӑхӑт ҫитрӗ.


«Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ.


Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар.


Вӗсем вара Иисуса тытасшӑн пулнӑ. Ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесен Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен пулнӑ-ха.


Иисус ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитеймен пирки ҫавӑн чухне Ӑна никам та тӗкӗнмен.


Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр!


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ