34 «Манӑн чунӑм вилесле хурланать, эсир ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр-ха, ан ҫывӑрӑр», – тенӗ вӗсене Иисус.
«Манӑн чунӑм вилесле хурланать, эсир ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр-ха, ан ҫывӑрӑр», – тенӗ вӗсене Иисус.
«Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ.
Ӗнтӗ йӑлтах вӗҫленес вӑхӑт ҫитсе пырать. Эппин, ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр.
Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.