32 Унтан вӗсем Гефсимани текен вырӑна пынӑ. «Эпӗ кайса кӗлтунӑ вӑхӑтра ҫакӑнтах ларӑр-ха», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус.
«Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунас ҫук», – тенӗ Петр ҫине тӑрсах. Ыттисем те ҫавнашкалах каланӑ.
Унтан Иисус, каллех пӑрӑнса, малтанхи пекех каласа кӗлтунӑ.