30 «Чӑн калатӑп сана, – тенӗ вара ӑна Иисус, – кӗҫӗрех, автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн».
«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ ӑна Иисус, – кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн».
Ҫапла вара сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи те каҫпа, те ҫур ҫӗрте, те автан авӑтсан, те ирхине килет. Эсир ӑна пӗлме пултараймастӑр.
«Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр.
«Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунас ҫук», – тенӗ Петр ҫине тӑрсах. Ыттисем те ҫавнашкалах каланӑ.
«Петр, сана калатӑп: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Чунӑма пама та хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтичченех эсӗ виҫӗ хут Мана пӗлмӗш пулӑн».
Вара ҫав хӗрарӑм чура Петра каланӑ: «Эсӗ те Ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» «Ҫу-ук», – тавӑрнӑ Петр.
Ҫавӑнпа хӑйне ҫирӗп тӑратӑп тесе шухӑшлакан ӳкесрен асӑрхантӑр.