29 «Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр.
Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вара Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӑп».
«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ вара ӑна Иисус, – кӗҫӗрех, автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн».
Ҫисе ларнӑ чухне Иисус Петр текен Симона каланӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус вара ӑна каланӑ: «Манӑн путекӗмсен кӗтӳҫи пул».