23 Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ, вара ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ.
Унтан хӗрлӗ эрех курки илнӗ те Турра тав тунӑ, куркана вӗсене парса: «Пурте ӗҫӗр ҫакӑнтан,
Каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Манӑн Юнӑм.
Вара Иисус курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: «Ҫакна илӗр те кашниех ӗҫсе парӑр.
Кунсене уяканни Хуҫа Турӑшӑн уять. Кунсене тиркеменни те Хуҫа Турӑшӑн тиркемест. Апат тиркеменни Хуҫа Турӑшӑн тиркемест, мӗншӗн тесен вӑл Турра тав туса ҫиет. Апат уяканни те Хуҫа Турӑшӑн уять, мӗншӗн тесен вӑл та Турра тав тӑвать.
Эпир пиллӗх куркинчен пиллесе ӗҫни Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и вара? Хамӑр хуҫса ҫиекен ҫӑкӑра ҫини Христос Ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и вара?