Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 14:22 - Синодальный НЗ

22 Каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 14:22
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ, Хӑй пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара Иисус ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ҫӑкӑр татӑкӗсене халӑха валеҫсе панӑ.


Унтан Вӑл ачасене ыталанӑ та вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ.


– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпа пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ҫав ҫынна ҫураличчен ҫуралманни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ».


Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ, вара ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ.


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Манӑн Юнӑм.


Унтан Иисус пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Ҫӑкӑрсене Вӑл халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ.


Вара Иисус курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: «Ҫакна илӗр те кашниех ӗҫсе парӑр.


Ҫиме ларсан Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ.


Ҫав вӑхӑтра Тивериадӑран урӑх кимӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем Хуҫамӑр пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑнтан инҫех мар чарӑннӑ.


Вӗсем пурте чун-чӗмӗн пӗр ӗҫмине ӗҫнӗ: ту чулӗнчен ҫӑлкуҫ тапса тӑнӑ, чун-чӗм чулӗ вӗсемпе пӗрлех пынӑ. Ҫав чул вӑл Христос пулнӑ.


Агарь вӑл Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата хальхи Иерусалимпа тӳр килет, мӗншӗн тесен Иерусалим ачи-пӑчи мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ