Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 14:20 - Синодальный НЗ

20 «Вун иксӗртен пӗри, Манпа пӗрле пӗр чашӑкран ҫӑкӑр пуҫса ҫиекенни, – тавӑрнӑ Иисус вӗсене.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 14:20
9 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Манпа пӗр чашӑкран ҫиекенех Мана сутӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус.


Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ.


Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара пӗрин хыҫҫӑн тепри Ӑна: «Эпӗ марах!» – теме пуҫланӑ.


– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпа пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ҫав ҫынна ҫураличчен ҫуралманни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ».


Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ.


Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чух унта пӗр ушкӑн халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсен умӗнче Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ. Вӑл Иисуса чуптума Ун умне пырса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иуда лешсене: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ», – тесе паллӑ пама пулнӑ.


«Ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ», – тавӑрнӑ Иисус. Унтан Вӑл ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Симон ывӑлне Иуда Искариота панӑ.


Ҫакна Вӑл Симон ывӑлӗ Иуда Искариот ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен Иуда, Вун иккӗшӗнчен пӗри пулин те, Иисуса сутма шухӑш тытнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ