2 Анчах та вӗсем ҫапла калаҫса килӗшнӗ: «Иисуса уяв вӑхӑтӗнче тытас мар, ахальлӗн халӑх пӑлханса кайӗ».
«Тепӗр икӗ кунран пасха уявӗ ҫитессе эсир пӗлетӗр. Ҫавӑн чухне Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ».
Анчах та вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Халӑх пӑлханмалла ан пултӑр тесен ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар».
Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ.
«Этемрен», – тесе вара вӗсем халӑхран хӑранипе калайман, мӗншӗн тесен пурте Иоана чӑн-чӑн пророк тесе шутланӑ.
Тата тепӗр икӗ кунтан пасха тата тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитмелле пулнӑ. Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисуса епле те пулин чеелӗхпе тытса вӗлерме май шыранӑ.
Иисус Вифанире юхан-суранлӑ Симон патӗнче хӑнара пулнӑ чухне ҫавӑнта пӗр хӗрарӑм кӗнӗ. Вӑл алебастр савӑтпа таса та хаклӑ йышши нардран тунӑ ырӑ шӑршӑллӑ мирӑ илсе пынӑ. Хӗрарӑм, чул савӑтне ҫапса уҫса, Унӑн пуҫне ҫав ҫупа сӗре пуҫланӑ.
„Этемрен“, – теес, пӗтӗм халӑх пире чулпа пере-пере вӗлерӗ, мӗншӗн тесен халӑх Иоана пророк тесе шанать».
Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, пасха текен уяв, ҫывхарса килнӗ.
«Куратӑр-и, нимӗн те тӑваймастпӑр, пӗтӗм тӗнче Ун хыҫҫӑн каять», – тесе калаҫнӑ хӑйсем хушшинче фарисейсем.
«Ку чӑнах та пророк», – тенӗ ҫак сӑмахсене илтнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ.