19 Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара пӗрин хыҫҫӑн тепри Ӑна: «Эпӗ марах!» – теме пуҫланӑ.
Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара кашниех Ӑна: «Хуҫамӑр, эпӗ мар пулӗ те?» – тенӗ.
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус каҫхи апат ҫинӗ чухне, – сирӗнтен пӗри, Манпа пӗрле ҫиекенскерех, Мана тытса парӗ».
«Вун иксӗртен пӗри, Манпа пӗрле пӗр чашӑкран ҫӑкӑр пуҫса ҫиекенни, – тавӑрнӑ Иисус вӗсене.
Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем, Вӑл кам ҫинчен каланине ӑнкараймасӑр, пӗр-пӗрин ҫине кӑн-кан пӑхса илнӗ.