Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 14:18 - Синодальный НЗ

18 «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус каҫхи апат ҫинӗ чухне, – сирӗнтен пӗри, Манпа пӗрле ҫиекенскерех, Мана тытса парӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 14:18
36 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус каҫхи апат ҫинӗ чухне, – сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ».


Чӑн калатӑп сире: ҫӗрпе пӗлӗт пӗтиччен, ҫырнинче калани пӗтӗмпех пурнӑҫланиччен саккунри пӗр сас палли те, пӗр йӗр те пӗтмӗ.


«Типӗ тытнӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр. Вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн кулянӑҫлӑ сӑн-питпе ҫӳреҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


Хӑйсене ҫынсем мухтаччӑр тесе, икӗ питлисем синагогӑсемпе урамсенче шӑв-шав кӑларса чухӑнсене пулӑшанҫи тӑваҫҫӗ. Ӗнтӗ эсӗ вӗсем пек ан пул. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


«Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ».


«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – кам та кам Маншӑн тата Ырӑ Хыпаршӑн е кил-ҫуртне, е тӑванӗсене, е ашшӗ-амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ани-ҫаранне хӑварать, ҫавӑ


Каҫ пулсан Вун иккӗшӗпе пӗрле Иисус унта пынӑ.


Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара пӗрин хыҫҫӑн тепри Ӑна: «Эпӗ марах!» – теме пуҫланӑ.


Чӑн калатӑп сире: ӗнтӗ Эпӗ иҫӗм ҫырли эрехне Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех урӑх ӗҫеймӗп».


Чӑн калатӑп сире: ҫак Ырӑ Хыпара ӑҫта вӗрентӗҫ, ҫавӑнта – пӗтӗм тӗнчипех – ку хӗрарӑма та аса илӗҫ, вӑл мӗн туни ҫинчен те калаҫӗҫ».


Чӑн калатӑп сире, этем ывӑлӗсен кирек епле ҫылӑхӗсем те, кирек епле хурласа калаҫнисем те каҫарӑнӗҫ.


Вара Вӑл ассӑн сывласа янӑ та ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру мӗншӗн-ха хӑват кӑтартма хистесех ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ».


«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ унтан Иисус вӗсене, – ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхӗ хӑватлӑн килнине хӑйсем виличченех курӗҫ».


«Чӑн калатӑп сире: кам сире Христос ҫыннисем тесе Ман ятӑмпа пӗр курка шыв ӗҫтерет, ҫав хӑйӗн илес сӑвапне ҫухатмӗ.


Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, вӗлернӗ Захария юнӗ таранах ҫак ӑрӑвӑн явап тытмалла пулӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсемшӗн пӗтӗмпех ҫак ӑру ҫыннисем айӑпа юлӗҫ.


Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та Манпа пӗрле ҫак сӗтел хушшинчех ларать.


«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ унтан, – хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче пӗр пророка та хапӑл туса йышӑнмаҫҫӗ.


Иисус ӑна тата ҫапла каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: паянтан тӳпе уҫӑлнине, Турӑ ангелӗсем Этем Ывӑлӗ патне хӑпарса аннине те курӑр».


Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ.


Ҫак сӑмахсене каласан Иисусӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – уҫҫӑнах пӗлтернӗ Вӑл, – сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ».


Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем, Вӑл кам ҫинчен каланине ӑнкараймасӑр, пӗр-пӗрин ҫине кӑн-кан пӑхса илнӗ.


Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Чунӑма пама та хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтичченех эсӗ виҫӗ хут Мана пӗлмӗш пулӑн».


Чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫамрӑк чухне эсӗ ху тумланаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн. Анчах та ватӑлсан, аллусем лӑштӑрах кайсан, сана урӑххи тумлантарӗ те каяс килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ».


Чӑн-чӑнах калатӑп сана: Эпир Хамӑр мӗн пӗлнине калатпӑр, мӗн курнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. Эсир ҫапах та Эпир ҫирӗплетсе пӗлтернине йышӑнмастӑр.


«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».


«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.


«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тавӑрнӑ Иисус. – Ашшӗ мӗн тунине курмасан Ывӑлӗ хӑй тӗллӗн нимӗн те тӑваймасть. Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавнах тӑвать.


Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эсир Мана хӑватсем курнӑран мар, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр.


«Чӑн-чӑнах калатӑп, – тенӗ Иисус. – Ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн-чӑн ҫӑкӑра сире Ман Аттем парать.


Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать.


«Сире, Вун иксӗре, Эпӗ Хам суйласа илмерӗм-им? – тенӗ вӗсене Иисус. – Анчах та сирӗнтен пӗри – шуйттан!»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ