14 Вӑл кӗрекен ҫуртри кил хуҫине ҫапла калӑр: „Вӗрентекен акӑ мӗн ыйтать: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха апачӗ ҫиес пӳлӗм хӑшӗ?“
Иисус ҫула кайма тухнӑ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла-ши?»
Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ҫапла калӑр: „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ, Хуҫамӑр часах ӑна каялла тавӑрса парӗ“».
Вара Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: «Хулана кайӑр, унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан пӗр ҫын тӗл пулӗ. Эсир ҫав ҫын хыҫҫӑн кайӑр.
Кил хуҫи сире янтӑласа хунӑ пысӑк та хӑтлӑ пӳлӗм кӑтартӗ. Хамӑр валли пасха апачӗ ҫавӑнта хатӗрлӗр».
Унтан кил хуҫине калӑр: „Вӗрентекен санран ыйтать: Манӑн пасха апатне вӗренекенӗмсемпе пӗрле хӑш пӳлӗмре ҫимелле пулать?“
Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн йӑмӑкне Марияна вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: «Вӗрентекен кунта, Вӑл сана чӗнет».
– Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Хуҫамӑр тетӗр. Тӗрӗсех калатӑр, Эпӗ, чӑнах та, сирӗн Вӗрентекенӗр тата Хуҫӑр.
Акӑ, Эпӗ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп. Кам Манӑн сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрӗп те унпа пӗрле тӑванлӑх апачӗ ҫийӗп, Манпа пӗрле вӑл та ҫийӗ.