Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 14:13 - Синодальный НЗ

13 Вара Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: «Хулана кайӑр, унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан пӗр ҫын тӗл пулӗ. Эсир ҫав ҫын хыҫҫӑн кайӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 14:13
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать».


Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха валли путек пусмалли вӑхӑтра, вӗренекенӗсем Иисуса каланӑ: «Эсӗ пасха апачӗ ӑҫта ҫиес тетӗн? Эпир кайса хатӗрлӗпӗр».


Вӑл кӗрекен ҫуртри кил хуҫине ҫапла калӑр: „Вӗрентекен акӑ мӗн ыйтать: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха апачӗ ҫиес пӳлӗм хӑшӗ?“


Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр.


Амӑшӗ тарҫӑсене: «Вӑл сире мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑвӑр», – тенӗ.


Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.


Вилсе чӗрӗлсессӗн Вӑл Хӑйне итлекенсемшӗн пуриншӗн те ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ