Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 14:12 - Синодальный НЗ

12 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха валли путек пусмалли вӑхӑтра, вӗренекенӗсем Иисуса каланӑ: «Эсӗ пасха апачӗ ӑҫта ҫиес тетӗн? Эпир кайса хатӗрлӗпӗр».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 14:12
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ.


Тата тепӗр икӗ кунтан пасха тата тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитмелле пулнӑ. Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисуса епле те пулин чеелӗхпе тытса вӗлерме май шыранӑ.


Лешсем Иуда шухӑшне пӗлсессӗн хӗпӗртесех ӳкнӗ, ӑна кӗмӗл укҫа пама пулнӑ. Вара вӑл Иисуса тытса пама меллӗ вӑхӑт шыранӑ.


Вара Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: «Хулана кайӑр, унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан пӗр ҫын тӗл пулӗ. Эсир ҫав ҫын хыҫҫӑн кайӑр.


Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ