9 Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ.
«Асту, никама та ним те ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та ху тасалнӑшӑн Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ».
мӗншӗн тесен Христоса пула сире ҫапла шӑпа пӳрнӗ: сирӗн Ӑна ӗненмелле кӑна мар, Уншӑн асапланмалла, манашкалах кӗрешмелле. Эпӗ Христосшӑн епле кӗрешнине вара эсир курнӑ, халӗ те ман пирки хыпар илсех тӑратӑр.
Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.