Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ.
Вара вӗсенчен пӗри, Агав ятли, тӑнӑ та, Святой Сывлӑш пӗлтернипе, пӗтӗм тӗнчипех питӗ йывӑр выҫлӑх пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑ. Кайран, Клавдий император вӑхӑтӗнче, ҫав выҫлӑх чӑнах та пулнӑ.