7 Вӑрҫӑсем ҫинчен илтсен, вӑрҫӑ хыпарӗсем илсен, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫапла пулмалла та, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.
Илӗртсе ҫылӑха кӗртнӗрен ҫак тӗнче хур курать. Илӗртӳсем пулаҫҫех, анчах та илӗртсе ҫылӑха кӗртекен ҫынна хуйхӑ пулӗ.
Ҫакна илтсен Ирод патша та, пӗтӗм Иерусалим ҫыннисем те аптӑраса ӳкнӗ.
мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ. „Эпӗ – Христос“, – тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ.
Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пуҫланӗ, халӑх пӑлханӗ. Ҫапах та ку – хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
«Сирӗн кӑмӑлӑр ан пӑсӑлтӑр. Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр.
Эпӗ сире канӑҫлӑх парса хӑваратӑп, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп. Анчах та вӑл ҫак тӗнчери канӑҫлӑх мар. Аптӑраса ан ӳкӗр, ан хӑрӑр!