Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем, тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.
Ҫавӑнпа та Иисус татах каланӑ: «Эпӗ Кам пулнине Мана хӗрес ҫине ҫӗклесен тин пӗлӗр. Ун чухне эсир Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Аттем вӗрентнӗ пек кӑна каланине те ӑнланӑр.
Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ Сывлӑшӗллӗ текен кирек епле ҫынна та ан ӗненӗр. Малтан тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫав сывлӑш Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророк нумайланса кайрӗ.