Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.
Никам та нимӗнле майпа та сире улталама ан пултарайтӑр. Мӗншӗн тесен ҫав юлашки кун ҫитиччен маларах Турра хирӗҫ пысӑк пӑлхав пулмалла, ҫылӑх ҫынни – пӗтеслӗх ывӑлӗ – килмелле.
Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ Сывлӑшӗллӗ текен кирек епле ҫынна та ан ӗненӗр. Малтан тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫав сывлӑш Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророк нумайланса кайрӗ.