37 Ҫакна сире кӑна мар, пурне те калатӑп: сыхӑ пулӑр».
«Ҫапла вара, сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Хуҫӑр хӑш самантра килессине пӗлместӗр.
Астӑвӑр, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессе пӗлме пултараймастӑр.
Ҫапла вара сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи те каҫпа, те ҫур ҫӗрте, те автан авӑтсан, те ирхине килет. Эсир ӑна пӗлме пултараймастӑр.
Эсир те ҫапла пурӑнӑр. Эпир халӗ мӗнле вӑхӑтра пурӑннине пӗлетӗр. Пирӗн ыйхӑран вӑранас вӑхӑт ҫитрӗ. Халӗ пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах.