33 Астӑвӑр, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессе пӗлме пултараймастӑр.
Ҫапла вара, – тенӗ ытарлӑха вӗҫлесе Иисус, – сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр».
Эсир вара сыхӑ пулӑр. Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм».
Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ».
Ун вырӑнне, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненсе, хӳтлӗх тумне тӑхӑнар. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каяс мар тесен, ӳт-пӳшӗн виҫине пӗлсе тӑрӑшар.
Сыхӑ тӑрӑр, ӗненӳре ҫирӗп пулӑр, паттӑр та вӑйлӑ пулӑр.
Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Турра ялан кӗлтӑвӑр; тимлесе, тав туса кӗлтӑвӑр.
Сирӗнтен хӑшӗ те пулин Турӑ ырӑлӑхне ҫухатасран асӑрханӑр. Йӳҫек тымартан наркӑмӑшлӑ хунав тухса сиен ан тутӑрччӗ, нумай ҫынна ан ирсӗрлеттӗрччӗ.
Ӗнтӗ йӑлтах вӗҫленес вӑхӑт ҫитсе пырать. Эппин, ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр.
Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.
Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ!
Сыхӑ пул, пӗтес патне ҫитнине те пулин упраса хӑвар. Санӑн ӗҫӳсем Туррӑм умӗнче тивӗҫсӗррине Эпӗ куратӑп.