Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 13:32 - Синодальный НЗ

32 «Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те, Ывӑлӗ те пӗлмест. Ӑна пӗртен-пӗр Атте Турӑ кӑна пӗлет.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 13:32
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫапла вара, – тенӗ ытарлӑха вӗҫлесе Иисус, – сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр».


Чылай вӑхӑт иртсен хуҫи тавӑрӑннӑ та чурасем укҫапа мӗн тунине тӗрӗсле пуҫланӑ.


Ҫӗр варринче кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ: „Кӗрӳ килет, хирӗҫ тухӑр!“


Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ».


Вӑл вара вӗсене каланӑ: «Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑтпа куна пӗлесси сирӗн ӗҫӗр мар.


Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ. Ҫав кун тӳпе кӗр-кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫут ҫанталӑкри тӗп пайрӑмсем хыпса илсе арканӗҫ, ҫӗр тата ҫӗр ҫинче этем туни пӗтӗмпех ҫунса кайӗ.


Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартас тесе, Турӑ Иисус Христоса малашнехине уҫса панӑ. Ҫӑвна Вӑл Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ.


Эппин хӑвна мӗн вӗрентнине, мӗн каланине аса ил те, ҫавсене пӑхӑнса, ӳкӗн. Эсӗ сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна, вӑрӑ пек, кӗтмен вӑхӑтра пырӑп, хӑш самантра пырасса эсӗ сисеймӗн те.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ