28 «Илер-ха, тӗслӗхрен, смоква йывӑҫҫине. Унӑн турачӗсем папка кӑларса ешере пуҫласан эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр.
Вӑл ҫул хӗрринче смоква йывӑҫҫине асӑрханӑ. Иисус йывӑҫ патнерех пынӑ та ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне урӑх ним те тупайман. «Сан ҫинче текех ӗмӗрне те ҫимӗҫ ан пултӑр», – тенӗ Иисус смоква йывӑҫҫине. Смоква ҫав самантрах хӑрса ларнӑ.
Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннисене тӗнчен тӑватӑ енчен те, ҫӗр хӗрринчен пуҫласа пӗлӗт хӗррине ҫитичченех пуҫтарӗ».
Ҫавнашкалах эсир те, Эпӗ калани пурнӑҫланса пынине курсан, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарнине, алӑк умнех ҫитнине пӗлсе тӑрӑр.